Ӗнер Муркаш районӗнче паллӑ историк, этнограф, тӗпчевҫӗ, «Хыпар» хаҫат никӗслевҫи Николай Никольский ҫуралнӑранпа 137 ҫул ҫитнине уявланӑ.
Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева, сӑмах май, Николай Никольскийӗн ятне халӑх асӗнче упрас енӗпе ЧНК Президенчӗн ҫyмӗ Алексей Леонтьев сахал мар вӑй хунине палӑртать. А. Леонтьев Никольский ҫырса хӑварнӑ ӑслӑлӑх ӗҫӗсене кӗнекелесе кӑларнӑ, унӑн эткерлӗхне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратма чылай тӑрӑшнӑ. «Халӗ паллӑ ӑсчах ҫуралнса ӳснӗ тӑрӑха, вӑл ҫуралнӑ Купӑрля ялне пырса кӗмe те питӗ кӑмӑллӑ. Ял варринчи кӳлӗ, Никольский ячӗллӗ парк, вӑл пурӑннӑ ҫурт тӗлӗсем хитре те илӗртӳллӗ», — палӑртать Зоя Яковлева.
Уява ирттерме Шупашкартан Муркаш тӑрӑхне ЧНК Президенчӗн ҫyмӗ Алексей Леонтьев, «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем, Чӑваш халӑх ӳнерпе ӑслӑлӑх aкaдeмuкӗceм, тӗп хулари Никольский ячӗллӗ педколледжра вӗрентекенсемпе вӗренекенсем пырса ҫитнӗ. Вӗсене Никольскийӗн ентешӗсем ҫывӑх тӑванӗсене кӗтсе илнӗ пек йышӑннӑ. Вырӑнти тӳре-шара та хӑнасене хапӑл пулнӑ.
Республикӑра ҫӑмарта туса илесси чакнӑ. «Юрма» пысӑк агрохолдинг ку енӗпе ӗҫлеме пӑрахса бройлер ӳстерме тытӑннӑ. Анчах ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче шутланӑ тӑрӑх, ку лару-тӑру вырӑнти аграрисене аталанма май парать. Тӗслӗхрен, Муркашри чӑх-чӗп фабрики кун тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пӗлтӗр вӗсем 78 миллион ытла ҫӑмарта туса илнӗ. Ку — рекорд. Кунашкалли планра та пулман-мӗн. Халӗ предприяти ҫӑмарта тӑвакан шурӑ Хайсекс чӑхсем ҫине куҫнӑ. Вӗсене пӑхма йывӑр мар, ҫӑмарта нумай тӑваҫҫӗ.
Пӗлтӗр кӗркунне тырӑ, витамин хушкӑчӗ тата ытти компонент хакланнӑ май предприятие йывӑр килнӗ. Ҫӑмарта та хакланнӑ. Предприятин тӗп директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Сергей Шпарев каланӑ тӑрӑх, вӗсем продукцие хаклатма тӑрӑшмаҫҫӗ.
Ҫӑмартан ҫурри Чӑваш Ен пасарӗсене каять. Ыттисем — федераци сечӗсене. Предприяти гипермаркетсемпе пӗр чӗлхе тупнӑ. Муркашра туса илнӗ ҫӑмартасене Чулхула облаҫӗнче, Тутарстанра, Мари Республикинче, Мускавра курма май пур.
Фабрикӑра 150 ҫын ӗҫлет. Вӑтамран вӗсем 17700 тенкӗ укҫа илеҫҫӗ-мӗн. Унта малашне тӑватӑ цехри оборудование ылмаштарма палӑртаҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Ҫатракассинчи вӑтам шкулта надзор органӗсенче тӑрӑшакансемпе тӗлпулу иртнӗ. Ҫакӑн пек майпа 6–11-мӗш классенче вӗренекенсем усӑ курма пултарнӑ.
Ачасемпе курнӑҫма Шалти ӗҫсен министерствин районти пайӗн пуҫлӑхӗ Е.И. Плечов, ҫар комиссариачӗн Муркаш тата Элӗк районӗсенчи пайӗн комиссарӗ А.А. Кочуров, район прокурорӗ С.В. Павлов, РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин районти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Ю.К. Косачев, суд приставӗсен районти пайӗн пуҫлӑхӗ А.Г. Ильин пырса ҫитнӗ. Вӗсемсӗр пуҫне районти тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Н.А. Кожевников тата райадминистрацин вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ З.Ю. Дипломатова пулнӑ.
Йӗрке хуралӗнче тӑрӑшакансем ачасене преступлени ҫулӗ ҫине тӑрасран асӑрханма вӗрентнӗ май сиенлӗ йӗркерен пӑрӑнас тесен: «Ҫук», — теме пӗлмеллине палӑртса хӑварнӑ. Вут-ҫулӑмра асӑрханмалли пирки те калаҫнӑ. Правасемпе пӗрлех яваплӑх пирки асра тытмалли прокурор ӑнлантарнӑ.
Сӑнсем (8)
Ачалӑх, шучӗпе, пурнӑҫри чи телейлӗ самант пулмалла пек туйӑнать. Анчах пур ашшӗ-амӑшӗ те пӗчӗкскерсене савӑнӑҫ кӳме пӗлмест. Теприсем эрех-сӑрана мала хунипех тӑван тӗпренчӗксене пӑрахаҫҫӗ.
Муркаш районӗнче те тӗрлӗрен ҫын пур. Нумаях пулмасть унти виҫӗ ача ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр тӑрса юлнӑ. Пӗр ҫемьере ӳсекен 1997-мӗш тата 1999-мӗш ҫулта ҫуралнӑ пӗртӑван икӗ арҫын ача тата 1998-мӗш ҫулхи хӗрача тӑлӑха юлнӑ. «Ачасем сывӑ, хитре, ырӑ кӑмӑллӑ», — теҫҫӗ вырӑнти опекӑпа попечительство пайӗнче.
Пӗртӑвансен шӑпи пӑшӑрхантаракансене вӗсене усрава илме май пуррине пӗлтереҫҫӗ. Ыйтса пӗлес тесен 8(83541) 62-2-39 телефонпа шӑнкӑравлама юрать е smev-opeka@morgau.cap.ru электрон адреспа ҫырса яма пулать.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Президенчӗн йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑннӑ. Унта тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем пынӑ.
Муркаш районӗнчи Шуркасси ялӗнчи Алим Андриянов усламҫӑ та Элтепер патне пулӑшу ыйтма ҫитнӗ. Вӑл хӑйӗншӗн пӑшӑрханса ҫӳремен-мӗн-ха. Хӑйсен ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗн шӑпишӗн чунне ыраттарать иккен. Ӑна тума пуҫланӑ иккен-ха, анчах вӗҫне ҫитермен. Михаил Игнатьев тухтӑр ҫуртне кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче туса пӗтерме шантарнӑ. Шуркасси арҫынни ҫавӑншӑн Элтепере тав тунӑ иккен. Унтан вӑл хӑйӗн ачисене кӳршӗллӗ Шупашкар районӗнчи Янӑш ялӗнче хӑпартса лартнӑ ҫӗнӗ шкулта вӗрентме ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Ҫавӑншӑн вӑл хӑй ачисене кашни кун машинӑпа Янӑша турттарма хатӗр иккен.
Йышӑнури ытти ҫын та тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн Муркашри уйрӑмӗ лару ирттернӗ. Унта ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев ҫамрӑксен политикин пайне ку таранччен ача пахчисенче миҫе мероприяти чӑвашла ирттернине тишкерме хушнӑ.
Ларура чӑваш чӗлхине аталантарас ыйтусене пӑхса тухнӑ. Сӑмах май, ларӑва та чӑвашлах ирттернӗ. Шел те, юлашки вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе килте вырӑсла калаҫма тӑрӑшни сисӗнет. Ку ларӑва хутшӑннисен чунне ыраттарнӑ.
Ростислав Тимофеев ача пахчисенче мероприятисене чӑвашла ирттерсен икӗ мулкача тытма май пуррине палӑртнӑ: ачасем хӑйсем те чӑвашла калаҫма вӗренеҫҫӗ тата ҫакна ашшӗ-амӑшне хӑнӑхтараҫҫӗ. Пуслӑх мероприятисене Константин Ивановпа ҫыхантармаллине те аса илтернӗ.
Зоя Юрьевна та ачасем вырӑсланса пынине палӑртнӑ. Районта 25 шкултан 24-шӗнче наци программипе вӗрентеҫҫӗ. Вӑл К.Иванов ҫулталӑкне халалласа ирттермелли мероприятисен планне ҫирӗплетнине пӗлтернӗ.
Ростислав Тимофеев районти вулавӑшсенче чӑвашла кӗнекесем мӗн чухлӗ пулнипе кӑсӑкланнӑ. Пуҫлӑх кун валли район хыснинчен 100-150 пин тенкӗ тупассине пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗнче яланхи пекех Чӑваш Енре «Кӗнеке урлӑ — халӑхсен килӗшӗвӗ патне» наци кӗнекисен фестивалӗ иртет. Ӑна ЧР Культура министерстви, ЧР Наци вулавӑшӗ йӗркелет.
Кӑҫал ака уйӑхӗн 15–25-мӗшӗсенче тӗп мероприятисем Шупашкарта, Улатӑрта, Чӗмпӗрте, Элӗк, Вӑрнар, Муркаш, Пӑрачкав районӗсенче иртӗҫ.
Ҫав кунсенче Раҫҫей патшалӑх ӳнер вулавӑшӗн коллекцийӗнчи курав, пӗтӗм тӗнчери канашлу уҫӑлӗҫ.
Фестивальпе килӗшӳллӗн итальян тата чӑваш, православи, экологи тата ӑслӑлӑх кӗнекисене халалланӑ тематика кунӗсем пулӗҫ. Уяв йӗркелӳҫисем пурне те чӑваш ҫыравҫи Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен литература каҫӗнче, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ ӳнер конкурсӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче тата «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ ҫӗрте кӗтеҫҫӗ.
Муркаш районӗн ҫыннисемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай тата Ольга Туркай тӗлпулу ирттерӗҫ. Элӗк районне вара Лидия Сарине тата Сергей Павлов ҫитӗҫ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Муркашри тӗп пульницӑра 26 ҫулти тухтӑрӑн виллине тупнӑ. Официаллӑ мар ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер Муркашри пульницӑна «Земство тухтӑрӗ» программӑпа ӗҫлеме килнӗ.
Каччӑ реаниматолог анестезиолог пулса ӗҫленӗ. Официаллӑ информаци пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑр ҫӗрле дежурствӑра пулнӑ. Каҫхи 11 сехетре тӗрӗслев хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн пӳлӗмне кайнӑ. Хайхискер ирхине унтан тухманран алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ.
26-ри тухтӑрӑн вилли урайӗнче выртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер хӑйӗн хӑсӑкӗпе чыхӑнса вилнӗ. Чӑнах та ҫапла-и? Ҫакӑ судпа медицина экспертизи тунӑ хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Халӗ следстви умӗнчченхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче фашистсене ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ май Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче те тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Хальхинче вара апашсем Муркаш тӑрӑхӗнчи Анаткас Апаш ялӗнче пулнӑ.
Хӑнасем пушӑ алӑпа пыман. Апашри халӑх театрӗ постановка илсе пынӑ. Муркаш районӗнчи Анаткас Апаш ялне те ахальтен суйламан вӗсем. Унта Шупашкар районӗн хисеплӗ гражданинӗ В.И.Смородинов ҫуралса ӳснӗ.
Муркашсем Апашран килнӗ хӑнасен постановкине ӑшшӑн йышӑннӑ. Апашсем В.Кирилловӑн «Ҫулсем иртсен, кунсем юлсан» спектакльне лартнӑ.
Анаткас Апаш ҫыннисем хӑнасене чылайччен алӑ ҫупнӑ, тав тунӑ. Муркашсем апашсене концертпа пыма шантарнӑ. Ҫапла майпа икӗ ял хушшинчи туслӑх кӗперӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленет.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри организацисенчен 509 ҫынна ӗҫрен хӑтарнӑ. Тулли мар ӗҫ кунӗпе 5357 ҫын ӗҫлет. Кунсӑр пуҫне 15 предприятирен 448 ҫынна ӗҫрен хӑтарма палӑртаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх инспекцийӗ пӗлтернӗ.
Муркаш районӗнчи «Ударник» унитарлӑ предприятире пуринчен ытла йыш чакарма палӑртнӑ. Унта 138 ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлма пултарать. Ҫакӑ унта конкурс управленийӗ туса хунипе, тепӗр майлӑ каласан, «Ударникри» кӑткӑс лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ. Ӗҫлекенсен шутне чакарма шухӑшлакан предприятисем хушшинче ҫавӑн пекех — Шупашкарти «Коммунальные технологии» тулли мар яваплӑ общество. Асӑннӑ предприяти тӑкаксене чакарассишӗн 81 ҫынна ӗҫрен кӑларма яма шухӑшлать-мӗн. Пушара хирӗҫ кӗрешекен федераци службин техника службин отрядне пӗтернӗ хыҫҫӑн унти 40 ҫыннӑн ҫӗнӗ вырӑн шырама тивӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри тытӑмӗнче штата чакарнӑ май 27 ҫын ӗҫсӗр юлмалла. Йӗпреҫ районӗнчи Калинин ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативне пӗтернӗ май унта тӑрӑшнӑ 23 ҫыннӑн ыранхи кун пирки пуҫа ыраттарма тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |